Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ
Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв
хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне
халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнче 9-мĕш фестиваль иртрĕ. Пирĕн
шкулти «Наш театр» кружока çÿрекен 7 ача (положенипе килĕшÿллĕ) «Савăнатăп эп
чăваш пулнишĕн» ăмăртура хутшăнчĕ. Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи Нимене йăлине, пÿрт
никĕсне хунине, кăтартса пачĕ. Жюри членĕсем ачасем вылянине пысăк шайра
хакларĕç. Пирĕн шкулти ушкăн 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ! Маттурсем!
Автор:
Петрова О.М.