Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ сăвăç,
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Турайри вăтам шкулта Çеçпĕл Мишшине
халалласа литература сехечĕ иртрĕ Çуркуннен чĕрĕлĕх паракан хăватлă вăйне
ытараймасăр, поэт хăйне çĕнĕ ят хунă – Çеçпĕл. Çеçпĕл çурхи чечек, хĕвел
чечекĕ.Тĕнче вăраннине, çанталăк чĕрĕлнине астутарса тарать. Çавăн пекех Çеçпĕл
Мишши те.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
А.Н.Семенова çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕн
тĕп енĕсемпе паллаштарчĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем « Кăвар чĕреллĕ
сăвăç» презентаципе паллашрĕç, Çеçпĕл Мишшин сăввисене вуларĕç. 7 – 9 классенче
вĕренекенсем « Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ тавра» викторинăна хастар хутшăнчĕç,
хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Семенова А.Н.