Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022»акци пулса иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ — чăваш чĕлхин
пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пирĕн шкулти вĕренекенсем,вĕрентекенсем
тата культура çурчĕн ĕçченĕсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнма кăмăл турĕç.
Пурĕ 26 çын хутшăнчĕ. Диктанта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Семенова
А.Н. вуларĕ. «5» палла 7 вĕренекен, 9 вĕрентекен тата 2 культура ĕçченĕ тивĕçрĕ. Ыттисем те лайăх паллă илме
пултарчĕç. Маттурсем!