Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Турайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни çулах пысăк уяв пулать. Кăçал та чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Уяв вăйă картинчен пуçланчĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем «Илемлĕ,илемлĕ» юрра шăрантарчĕç,чăваш ташши ташларĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи çинчен илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Чăваш чĕлхи уявне Ульяна Петровăпа Эльвира Бондарева ертсе пычĕç. Вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем те чăваш чĕлхи кунне активлă хутшăнчĕç. Пурне те çак уявпа саламласа илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Уяв программи питĕ пуян пулчĕ.
Тĕлĕнмелле çепĕç,хитре,пуян,таса, та хăватлă пирĕн чĕлхемĕр. Таçти юта çитсен те ăна манас марччĕ,хисеплесчĕ,упрасчĕ.
Семенова А.Н.